Чӑваш Енӗн кӗнеке издательствинче Геннадий Максимов ҫыравҫӑн «Загубленный рай» кӗнеки пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ятне унта пичетленнӗ ҫавӑн ятлӑ повеҫе тӗпе хурса панӑ. Чӑвашла вӑл ӗҫ «Атӑлти хӗрессем» ятлӑччӗ. Ӑна 2014 ҫулта «Вӑхӑта парӑнман юрату» кӗнекере пичетленӗччӗ. Ҫав ӗҫе хакласа «Хыпар» хаҫатра« Хӑватлӑ Атӑл куҫҫульленчӗ, хӳхлевӗпе тӗнче кисренчӗ» ятпа Олеся Абрамовӑпа Ираида Фоминан тишкерӗвӗ пичетленнӗччӗ. Чӑваш ҫыравҫин ӗҫне вӗсем Валентин Распутинӑн «Прощание с Матерой» хайлавӗпе танлаштарнӑччӗ.
Геннадий Максимовӑн ҫӗнӗ кӗнекине «Тень на белом холсте», «Кулацкий сын» повеҫсем, «Материнский завет», «Правда под слоем пыли» каалвсем кӗнӗ. Маларах Геннадий Максимовӑн «Сталин грамоти», «Ҫӗрӗллӗ хура кушак», «Танец в ночи», «Вӑхӑта парӑнман юрату» кӗнекесем пичетленнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви РФ Патшалӑх Думин Регионти политика тата Ҫурҫӗрпе Инҫет Хӗвелтухӑҫ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Кӗнеке кӑларакансене «Чӑваш халӑх тумӗ» этнографи словарьне ҫамрӑк ӑру хушшинче сарнишӗн хавхалантарнӑ.
Асӑннӑ кӗнекене Раҫҫейӗн кӗнеке кӑлараканӗсен ассоциацийӗ ҫулсерен ирттерекен «Лучшие книги года» (чӑв. Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнекесем) пӗтӗм Раҫҫейри издательсен конкурсне тӑратнӑ. «ГодЛитературы» сайт хаклавӗ те кӑсӑклӑ. Унтисем пултарулӑх ӑмӑртӑвне «Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри тата ытти наци республикисенчи издательсен колоритлӑ проекчӗсем яланхиллех илем кӳнине» палӑртнӑ.
Аса илтерер, кӗнекене Наталия Захарова-Кульева пухса хатӗрленӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашские куклы. Чӑваш пуканисем» касса кӑлармалли кӗнеке пичетленнӗ. Икӗ чӗлхепе кун ҫути кӑтартнӑ кӑларӑм авторӗ — Елена Енькка. Художникӗ те вӑл хӑех. Кӗнекене чӑвашла Ольга Васильева куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм тиражӗ — 2 пин экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере — тӑватӑ тус: Сарине, Илемпи, Сентти тата Атнар. Вӗсене кӑларӑмӑн варрине вырнаҫтарнӑ. Ытти страницӑра — ачасене тумлантармалли ҫи-пуҫ тата эрешсем. Хитре ятсемлӗ арҫын ачасемпе хӗрачасене тухья, хушпу, сурпан, шупӑр, кӗпе, шӳлкеме тата ытти тумтир сӗнме пулать.
Кӗнеке кӑларакансем шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене тумлантарма хӑтланни пӗчӗккисемшӗн ҫеҫ мар, аслисемшӗн те усӑллӑ пулмалла.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Виталий Енӗшӗн тарӑн шухӑша яракан кӗнеки пичетленнӗ.
«Виталий Енӗш хайлавӗсен сӑнарӗсем – шӑпӑрлансем – пӗрмаях пӗр-пӗр кулӑшла лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем пурнӑҫра хӑйсене кирлине вӗренеҫҫӗ. Ак, сӑмахран, тин кӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли ҫырнӑ «Асаннӳ пур-и?» кӑларӑмӗ пичетленсе тухрӗ. Хуплашки тӳрех тыткӑнларӗ: таса чунлӑ ача пӑхса тӑрать ман ҫине. Кӗнеке ячӗ те хӑйне евӗр – «Асаннӳ пур-и?», — хыпарлать Любовь Левацкая.
Кӗнекене халапсемпе калавсем кӗнӗ. Чылай калавра пулӑмсене ҫыравҫӑ чӑн пурнӑҫран илнӗ иккен. Сӑмахран, «Музыкант», «Кӗтмен тӗлпулу» хайлавсене. Вӗсенчи ӗҫ-пуҫ авторпа хӑйӗнпе пулса иртнӗ.
Шупашкарта ҫуралнӑ Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ, Шупашкарти художество училищине тата И.Е. Репин ячӗллӗ Санкт-Петербургри живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренсе пӗтернӗ, халӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче иллюстратор пулса ӗҫлекен художника Виктор Бритвина Александр Солженицын ячӗллӗ литература премине панӑ.
Наградӑна художник тӗнчери халӑхсен юмахӗсемпе халапӗсене паха капӑрлатнишӗн тата вырӑссен лагерь прозине художник-график куҫӗпе тарӑннӑн тишкернишӗн тивӗҫнӗ.
Виктор Бритвин алла ручка та тытать. 2004 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Царевич голубок» юмахӗ пичетленнӗ, 2015 ҫулта – «Господин аптекарь». Малтан каланӑ кӑларӑм ҫулталӑкри чи нумай вулакан кӗнеке шутне те лекнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче этнопедагогикӑна никӗсленӗ паллӑ педагогӑн Геннадий Волковӑн «Кил илемӗ» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна иккӗмӗш хут ӗнтӗ пичетлеҫҫӗ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче калӑпласа кӑларнӑ.
«Кил илемне» пысӑках маи калавсемпе юмахсем кӗнӗ. Вӗсем урлӑ автор тӑван халӑхӑмӑрӑн ӑс-хакӑлне, ӑрусен ҫыхӑнӑвне, ҫемье хакне кӑтартаҫҫӗ. Пӗчӗккисене вӑл аслисене, ашшӗ-амӑшне, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме вӗрентет. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсенче асра юлакан сюжетсем, ваттисем сӑмахӗсем, ӑнланмалла чӗлхе тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Кӗнеке тиражӗ — 1000 экземпляр.
Геннадий Никандрович Волков Волков — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), СССР тата Раҫҫей шайӗнчи академик; ҫыравҫӑ. 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнеки пичетленнӗ.
«Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑранпа кӑҫал 170 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви пӗчӗк вулакансем валли парне хатӗрлерӗ – И.Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури. A little mouse on a walking tour» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унта кӗске калавсемпе пӗчӗк юмахсем кӗнӗ. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата акӑлчанла – хатӗрленӗ. Акӑлчанла Вячеслав Платонов куҫарнӑ», — Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова.
Вӗрентекенӗмӗр пултарулӑхӗпе унччен паллашнисем хайлавсенче Иван Яковлев халӑх сӑмахлӑхӗпе анлӑ усӑ курнине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.
Ҫитменнине тата хайлавсем кӗске пулин те кашнинче тарӑн шухӑш пытаннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия Шемуршинского района» (чӑв. Шӑмӑршӑ районӗн энциклопедийӗ) пичетленнӗ. Кӑларӑма районӑн 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне Герман Ларшников, Петр Фомин, Владимир Андронов хатӗрленӗ. Дмитрий Литаврин художник илемлетнӗ. Кӗнекене 1500 тиражпа кӑларнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, район аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывнисене халалланӑ пай энциклопединче пысӑк вырӑн йышӑнать. Шӑмӑршӑ районӗн тулашӗнче ҫуралса муниципалитетшӑн тӑрӑшнисене те шута илнӗ. Районӑн Астӑвӑм кӗнекине лекмен Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем те энциклопединче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказри, Вӑтам Азири тата ытти хӗрӳ вырӑнти хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннисене те манса кайман.
Районӑн энциклопедине маларах елчӗксем, етӗрнесем, муркашсем, шупашкар районӗсем тата ытти хӑш-пӗри кӑларнӑччӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сар хӗвел хӗрелсен» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова ӳнер тата таса юрату гимнӗ тесе хаклать.
«Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗ ребус пекех кӑткӑс тата хӑйне евӗр. Пӗр пек шӑпа та, пӗр пек шухӑшлавлӑ ҫын та ҫук. Тӗн, ҫавӑнпах пуян, тӗрлӗ енлӗ пулӗ те тӗнче», — тесе шухӑшлать кӗнекене хакланӑ май Ольга Иванова.
«Сар хӗвел хӗрелсен» повеҫ шухӑшласа кӑларман историпе, Прасковья Петрова чӑваш хӗрӗпе паллаштрать. Пушкӑртстанра ҫуралнӑскер ача чухне тӑлӑха юлнӑ, тӑванӗсемпе ӳснӗ. Ӑна тӑван ашшӗпе Тихон Павловпа тӗл пултарман. Документлӑ хайлав авторӗ — Римма Прокопьева ҫыравҫӑ тата журналист. Кӗнекен редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Дмитрий Литаврин.
Римма Прокопьеван ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кӗнекене 500 тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Василий Эктел ҫыравҫӑн «Тӗлӗнтермӗшсем» сӑвӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ку кӑларӑм — кӗҫӗн шкул ачисем валли.
Чӑваш кӗнеке издательстви шучӗпе ҫӗнӗ кӑларӑм шӑпӑрлансене ҫутҫанталӑк ытамне илӗртет. Сӑвӑсем урлӑ автор тӑван тавралӑхӑн ытарайми илемӗпе, ӳсен-тӑран тата чӗрчун тӗнчин хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарать. Василий Эктелӗн ҫутҫанталӑкӗ те этем пекех сывлать, туять, асапланать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинче тӗл пулакана аркатать, ыйха путать те вӑранать.
Ҫутҫанталӑкри кашни уйӑхпа паллаштаракан ярӑмри сӑвӑсене те вулама кӑсӑклине ӗнентереҫҫӗ ӑна кӑларакансем.
Кӗнеке 1000 тиражпа пичетленнӗ. Унӑ редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Иван Алексеев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |